Лучшая подборка
Смотреть 1
Леонид Яковлевич Агаков (1910-1977) çырнă «Юманлăхра çапла пулнă» приключениялĕ повеçри ĕçсем чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Произведенири тĕп герой — Илюк. Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçне хунă. Кил хуçисĕр тăрса юлнă çемьере йывăр пулин те тирпейлĕ, тăпăл-тăпăл пурăнаççĕ вун тăватă çулхи Илюкпа амăшĕ. Матвие киле кĕртсен тĕпрен улшăнать ачан пурнăçĕ. Илюк килтен мĕнле тухса тарни, вăрă-хурах ушкăнне лекни, преступлени çулĕ çине тăни, унтан епле хăтăлса пурнăç çине çĕнĕлле пăхма пуçлани çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă автор.
Ку повесть пурнăç çулĕ çине тăракан çамрăксене чăнлăхпа чее ултава уйăрма, çĕршывшăн усăллă çынсем пулма вĕрентет.
Получить эту книгу или продать свою
ПерейтиЮманлăхра çапла пулнă, повесть
ISBN: 5-7670-1337-3
Год издания: 2004
Язык: Другой
Язык: Чувашский
Твёрдый переплёт, 319 с.
Формат: 84х108, 1/32
Тираж: 2000 экз.
Вы можете посоветовать похожие книги по сюжету, жанру, стилю или настроению. Предложенные вами книги другие пользователи увидят здесь, в блоке «Похожие книги».